«Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи хурал»

Опубликовано: 6 мая 2015
«Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи хурал»

Чăваш Енре "Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи хурал" патриотизм акцийĕ пырать. Ăна йĕркелекенсем - Раççей Федерацийĕнчи тата Чăваш Республикинчи Общество палатисем.

Совет халăхĕ фашистсене çĕн­тернĕренпе 70 çул çитнине халалланă акцие çамрăксене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Ун­та ача садне çÿрекенсем, шкул ачисемпе студентсем хутшăнаççĕ. Чăваш Республикинче акци апрелĕн 3-мĕшĕнче старт илнĕ.

Иртнĕ кунсенче ЧР Общество палати Ачасен полици акаде­мийĕнче вĕренекенсене акцие хутшăннине çирĕплетекен хут пачĕ. Çитĕнекен ăрăва çар тата патриот воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн çавăн пекех академи пуçлăхĕ Сергей Чехов полковник, Шупашкарти Ача­сен пултарулăх çурчĕн педагогĕ Наталья Изотова, Михаил Щенников тата Владимир Терентьев полков­никсем тав сă­мах­­не тивĕçрĕç.

Общество палатин комисси пред­седателĕ Алексей Судленков çакăн йышши акцисем усăсăр иртес çуккине, вĕсем çамрăксене "юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтаксене" ĕмĕр асра тытмалли çинчен аса илтерсе тăрасса шаннине палăртрĕ.

И.СЕРГЕЕВА

// Хыпар. 2015.05.06.