Медтехникăна хамăр патрах кăларасшăн

Опубликовано: 7 апреля 2015
Медтехникăна хамăр патрах кăларасшăн

Чăваш Ен Общество палатинче Социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин представителĕсем, республикăри сиплев учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.

Калаçу, тĕпрен илсен июнĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта "Медицина импорт техникине хамăрăннипе улăштарнă май чирлекенсене реабилитацилесси" темăпа регионсен конференцине ирттересси çинчен пынă. Николай Паштаев ?вăл "С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕ" МНТК директорĕ% палăртнă тăрăх - ку темăн çивĕчлĕхĕ хăш-пĕр çĕршыв Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннипе те çыхăннă.

Пулас конференцие Раççей Федерацийĕн Общество палатин эксперчĕсене, федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене йыхравлама палăртнă. Хутшăнма кăмăл тăвакансем /8352/39-35-86 телефонпа ыйтса пĕлме пултараççĕ, e-mail: opchr1@cap.ruopchr2@mail.ru

А.КУПРИЯНОВА.

// Хыпар. 2015.04.07.