Нац.ТВ: "Спорт тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç"

Опубликовано: 25 мая 2022
Нац.ТВ: "Спорт тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç" http://www.ntrk21.ru/video/54568
Спорт тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, иртнĕ çулхи кăтартусем тата малашлăхри тĕллевсем. «Пĕр сехет министрпа» проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикин общество палатин пайташĕсемпе хальхинче Чăваш Енри спорт министрĕпе Василий Петровпа тĕл пулчĕç. Чи малтанах Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров физкультурăпа сывлăх тытăмĕнчи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пирĕн регион спортпа туслисен йышĕнче. Калăпăр, 2022-мĕш çулăн малтанхи 3 уйăхĕнче çеç Чăваш Ен сывлăха çирĕплетекенсен йышĕ 50,2 процентпа танлашнă. 2030-мĕш çулччен вара çак кăтартăва 70 процента çитересшĕн. Чăваш Республикин общество палатин пайташĕсене тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарчĕ. Вĕсем «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс нормативĕсемпе çыхăннă ĕç-пуçа малашне еплерех аталантарассине ыйтса пĕлчĕç. Сывлăха çирĕплетес тĕллевпе пуçарнă проектсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, общество пĕрлешĕвĕсемпе тачă çыхăнса йĕркелеме сĕнчĕç. ВАСИЛИЙ ШОРКИН: «Министрăн пĕлес килет, обществăлла ĕçе туса пыракан çынсем мĕн çинчен шутлаççĕ, мĕнле ыйтусем тата пулма пултараççĕ. Çавна вăл илтрĕ, вăл хуравларĕ». «Спорт енĕпе малашне те тивĕçлĕн аталанас тесен тавралăха хăтлăх кĕртес ыйтăва та мала кăлармалла, муниципалитетсенче сывлăха тӳлевсĕр çирĕплетме майсем туса памалла – çĕнĕ лапамсем хута ямалла», – терĕ Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин