ВАНИФАТИЙ ШАЙКИН: «Вырăнта йывăрлăхсем сиксе тухсан адвокатсем, экспертсем вырăнта татса паччĕр тесе».

Опубликовано: 13 сентября 2022
ВАНИФАТИЙ ШАЙКИН: «Вырăнта йывăрлăхсем сиксе тухсан адвокатсем, экспертсем вырăнта татса паччĕр тесе».

Нац ТВ: "Суйлав саккуна пăхăнса иртнĕ"


Пĕрлехи сасăлав кунĕ республикăра уçăмлă та йĕркене пăхăнса иртнĕ. Чăваш Енре 19 муниципалитетра депутатсене суйларĕç. Çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере тата Красноармейски муниципалитет округĕнче депутатсен хушма суйлавĕ пулнă. Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансен 49,8 проценчĕ суйлав участокĕсене пырса хăйсен шухăшне палăртнă.

Республикăра 780 суйлав участокĕ ир-ирех уçăлнă. Конвертсенче авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен маларах сасăланисен бюллетенĕсем. Урнăсене пломба лартнă, унтан тин бюллетеньсене яраççĕ.

ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВ: «Суйлав кăçал лайăх кăмăлпа иртсе кайрĕ. Суйлавăн результачĕсем саккунпа килĕшӳллĕн. Çавăнпа та суйлавçăсене саламлатăп».

ВАНИФАТИЙ ШАЙКИН: «Вырăнта йывăрлăхсем сиксе тухсан адвокатсем, экспертсем вырăнта татса паччĕр тесе».

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев мăшăрĕпе пĕрле Шупашкар районĕнчи Çĕктерти суйлав участокне çитрĕç. Вырăнти хăй тытăмлăхра çĕнĕлĕхсене кĕртсен – муниципаллă округсем йĕркелесен – вĕсем вăйлăрах аталанма пуçлассине, яваплăх туйăмĕ ӳсессине шаннине пĕлтерчĕ. 202 пин ытла çын авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче сасăлава хутшăннă. Ку суйлакансен 50 процентне яхăнĕ. Çак кăтартăва питĕ лайăх тесе палăртаççĕ республикăри тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем. Яланхиллех Чăваш Енри кăнтăр районĕсенче пурăнакансем пуринчен малтан хăйсен шухăшне пĕлтерме васканă.

ИГОРЬ МИХАЙЛОВ: «Саккуна пăснă тĕслĕхсем сахал. Çитменлĕхсем пĕртак пулсан та вăхăтĕнченех сӳтсе явнă. Сăнавçăсем нумай пулнă – 1700 сăнавçă. Общество палатин тата партисен сăнавçисем пулнă».

Етĕрне районĕнчи 20-мĕш округра суйлав иртмен тесе палăртнă. Кунта пĕр кандидат кăна хутшăннă, анчах кирлĕ чухлă сасă пухайман. Тепĕр виçĕ уйăхран тепĕр хут сасăлама тивет етĕрнесен.

 ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Çанталăкĕ лайăх. Питĕ шанатпăр пирĕн избирательсем хăйсене валли достойный кандидатсем суйлаççĕ тесе».

ИГОРЬ МИХАЙЛОВ: «Суйлавра политика партисем тата хăйсен кандидатурисене тăратнă кандидатсем 325 мандатшăн тупăшнă. Политика партисенчен «Единая Россия» – 325, «Справедливая Росиия» – 30 мандат, КПРФ – 4 мандат. «Партия Пенсионеров» – 1 мандат. Тата хăйсен кандидатурисене тăратакакансем – 14 мандат. Çак суйлавпа хушма суйлав иртрĕç. 10 мандат выляттарчĕç. Вĕсенчн 8-шĕ – «Единая Россия», «Справедливая Россия» – 1 мандат хăйсене тăратнă кандидатсен».

Чылай суйлав участокĕнче сасăлакансен кăмăл-туйăмне çĕклес тĕллевпе спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем йĕркеленĕ. Çавăнпа та çынсем хăйсене уява лекнĕ пекех туйрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти хула пухăвне «Единая Россия» партирен Александра Петрянкина суйланнă. Шупашкарти 3 суйлав участокĕнче Инна Исаева, Владимир Доброхотов, Павел Литвиненко мала тухрĕç. Регина Кубайкина, Дмитрий Ковалев, Дамир Хантимиров, Павел Иритков, Игорь Зверев